Пӑрачкав муниципаллӑ округӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку тивӗҫе Алексей Мочалова шаннӑ. Унччен вӑл Элӗк муниципаллӑ округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Алексей Валерьевич 1982 ҫулта Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ. 2005 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ. Ҫавӑн чухнех вӑл прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Сӑмах май, Пӑрачкав тӑрӑхӗнче унччен Сергей Парамонов прокурор пулнӑ. Кӑҫал ҫулла ӑна Вӑрнар муниципалитет округӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарӑн ҫӗнӗ прокурорне ҫирӗплетни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ҫак кунсенче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра хӑйсен чаплӑ ентешӗ ҫуралнине палӑртса хатӗрленӗ «Г.Ф. Трифонов» фотокурав ӗҫлет.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн шанчӑклӑ ывӑлӗ, геологӗ, философӗ, профессорӗ Геннадий Федорович Трифонов /1938-2020/ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Унта философ пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хӗрӗсемпе мӑнукӗсем, студентсем, ентешӗсемпе тӗпчевҫӗсем тухса калаҫрӗҫ, ятарласа кӑларнӑ кӗнекене хӑтларӗҫ.
Хаваслӑ каҫ 18 сехетре веҫленчӗ. Унта халӑх йышлӑ пулчӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче «Чурачӑк» хуҫалӑхра пӑрусене усрамалли ферма хута янӑ. Икӗ лапама 9 уйӑхра хута янӑ. Ӗҫе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче тума пуҫланӑ та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче вӗҫленӗ.
Фермӑна 750 пуҫ вырнаҫтать. Унта пӑрусене кӗртнӗ ӗнтӗ. Палӑртмалла: вӗсене хуҫалӑх хӑй ӗрчетет. Вӗсем ӳстернӗ ӑратсем пирки регион тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ.
«Чурачӑк» хуҫалӑх унччен патшалӑх пулӑшӑвӗпе пӗрре те усӑ курман, йӑлтах хӑйӗн вӑйӗпе ҫӗкленӗ. Хальхинче вара инвестици проектне хутшӑнма шутланӑ. Ҫӗнӗ лапамсене тума 160 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ.
Хуҫалӑх 600 пуҫ вырнаҫакан пӑру фермине кӑҫалах тума пуҫласшӑн, ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлесшӗн.
Паянтан Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацине Владимир Михайлов ертсе пырать. Вӑл унччен Тӑвай муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
36 ҫулти Владимир Михайлов кӑҫал авӑн уйӑхӗн варринчен Тӑвай округӗнчен должноҫрен кайнӑ. Вӑл ку муниципалитета 2020 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унтан кайсан Шупашкар округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 59 минутра Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫутпылӑх ялӗ ҫывӑхӗнче сурӑхсен кӗтӗвӗ машина айне лекнӗ. Ҫакӑ регистратор ҫине лекнӗ.
Регистраторпа пыракан водитель ҫулпа чупакан сурӑхсене асӑрханӑ. Хирӗҫ килекен машина водителӗ вара курса ӗлкӗреймен. Вӑл сурӑхсем ҫине кӗрсе кайнӑ. Темиҫе выльӑх вилнӗ.
Сурӑхсем ҫул ҫинче мӗн тунӑ? Вӗсене кам кӑларса янӑ? Паллӑ мар.
Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Унта арҫын пунӑҫӗ татӑлнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Тренккасси ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2107» тата «Урал» автомашинӑсем пырса ҫапӑннӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ҫиччӗмӗшӗн» водителӗ руле пӑрса янӑран хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
52 ҫулти арҫын (Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта хӑш машина водительне палӑртман. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл машина лапчӑнсах ларнӑ. Апла пусан унӑн водителӗн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ тесе пӗтӗмлетмелле-тӗр) инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишекри Тӗп урамри 7-мӗш ҫурта регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ тесе йышӑннӑ.
Асӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта 1870 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи Александр Иванов Костин купса пулнӑ. Ишекри чиркӗве пыракансем ҫав ҫуртра ҫӗр каҫма пултарнӑ. Пӗрремӗш хутра апатланма май туса панӑ, иккӗмӗшӗнче — ҫӗр каҫма.
Ҫав купсан вулӑсра пӗртен пӗр кирпӗч савучӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех пир тӗртмелли савут тата шыв арманӗ тытнӑ. Хӑй вара вулӑсри судья пулнӑ. Унӑн ҫемйи Чанкассинче пурӑннӑ. Кил хуҫи вилсен ҫемье Шупашкара тухса кайнӑ, Ишекри пӳрт самай вӑхӑт пушӑ ларнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче унта блокадӑри Ленинградран илсе килнӗ ачасене усранӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулсенче хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ачасен интерначӗ пулнӑ. Ишеке аякри ялсенчен вӗренме ҫӳрекен ачасем те унта пурӑннӑ. 1983 ҫулта вырӑнти «Слава» совхозӑн музейне уҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта Ишекри таврапӗлӳлӗх музейӗ вырнаҫнӑ.
Республикӑри тӗрлӗ район вӗрентекенӗсем Шупашкар муниципалитет тӑрӑхӗн Мӑнал шкулӗнче уҫӑ уроксенче пулнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Чӑрӑшкассинче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Ишлей шкулӗнчи С.П. Гаврилова вӗрентекен «Манӑн тӑван ҫӗршыв» темӑпа текстпа ӗҫленӗ чухнехи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарнӑ, Мӑнал шкулӗнчи А.Ю. Московцева рэп ӑсталӑхне кӑтартнӑ, Чӑрӑшкасси шкулӗнчи А.М. Николаева «Сӑвӑ тӗнчин асамлӑхӗ» темӑпа урок ирттернӗ.
«Кӗске вӑхӑт хушшинче саккӑрмӗшсем тата республикӑри чылай районти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем сӑвӑ ҫырас теорипе паллашрӗҫ, тӗрлӗ мелпе сӑвӑсем ҫырса урока пӗтӗмлетсе вӗреннине ҫирӗплетрӗҫ», — хыпарланӑ Алина Михайловна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи 74 ҫынна Кӳкеҫре ҫӗнӗ хваттер парӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра вӗсем валли посёлокри Первомайски урамра «Агата» организаци ҫӗнӗ тӑрсах нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартать. Ӗҫе кӑҫал туса пӗтермелле.
Ӗҫ-пуҫ епле пынипе вырӑна ҫитсе ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшнче, муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Михайлов паллашнӑ.
Ҫӗнӗ хваттерсене кивӗ те ишӗлекен ҫурт-йӗр тесе 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑннӑ ҫуртсенче пурӑнакансене куҫарӗҫ.
Шӑматкун, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмашри культура ҫуртӗнче «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» республика конкурсӗн финалӗ иртнӗ.
Ун пек конкурс кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртет.
Финала 8 муниципаллӑ округри хӗрарӑмсем тухнӑ. Вӗсем — Ҫӗрпӳ, Канаш, Шупашкар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенчен.
Конкурса хутшӑннисем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енӗпе кӑтартнӑ. Муркаш тӑрӑхӗнчи Галина Голубева (вӑл Москакассинчи культура ҫурчӗн заведующийӗ) чӑваш апатне хатӗрлемелли конкурсра хуран кукли тата ҫӳхӳ пӗҫернӗ.
Конкурса хутшӑннӑ кашни хӗрарӑмах тӗрлӗ номинацире чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |